Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
13 Майӑн 2022, 08:56

Белорусси холдингӗ Пушкӑртстанра икӗ инвестроект пурнӑҫлать

Пӗлтӗрхи декабрьте Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Минскра "АМКОДОР" холдинг республикӑпа килӗштерсе ĕçлесси ҫинчен сӳтсе явнӑ.

Белорусси холдингӗ Пушкӑртстанра икӗ инвестроект пурнӑҫлать
Белорусси холдингӗ Пушкӑртстанра икӗ инвестроект пурнӑҫлать

 «АМКОДОР» Белорусси холдингӗ Пушкӑрт аталанӑвӗн Корпорацийӗпе пӗрле республикӑра 1,15 миллиард тенкӗлӗх икӗ инвеспроект пурнӑҫлама палӑртнӑ.

Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи декабрьте Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Минскра "АМКОДОР" холдинг республикӑпа килӗштерсе ĕçлесси ҫинчен сӳтсе явнӑ. 2022 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче регион ертӳҫи Уфа хулинчи службӑсене Белорусси производствин 11 фронтальлĕ тиевҫисен уҫҫисене тирпей-илем кӗртес енӗпе панӑ.

 «АМКОДОР» ОАО инвестици ӗҫ-хӗлӗн директорӗ Анастасия Воронкова каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш шайра тĕштырă тирпейлекен ялхуҫалӑх оборудованийӗ кӑларакан завод тума палӑртнӑ. Ҫӗнӗ производствӑна "Уфимский" индустри паркӗнче уҫӗҫ. Хыву калӑпӑшӗ — 1 050 млн тенкӗ. Ку вӑл 200 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ.

ПР промышленноҫне аталантармалли Фонд ҫӑмӑллӑхлӑ заем илме пулӑшмалли проекта пурнӑҫлама пулӑшӗ.

Иккӗмӗш пуҫару Уфари Октябрь районӗнче тӗрлӗ техникӑна тивӗҫтерекен сервис центрне йӗркелесси пирки. Сӑмах 100 млн тенкӗ тата 25 ӗҫ вырӑнӗ ҫинчен пырать.

«МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА.

Белорусси холдингӗ Пушкӑртстанра икӗ инвестроект пурнӑҫлать
Белорусси холдингӗ Пушкӑртстанра икӗ инвестроект пурнӑҫлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: