Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Майӑн 2022, 20:26

"Алга" ОЭЗ территорийӗнче В2 витамин кӑларӗҫ

"Биорон" компанийӗ Пушкӑртстанра В2 витамин производствине уҫасшӑн, вӑл "Алга" экономика зонин резиденчӗ пулса тӑнă.

"Алга" ОЭЗ территорийӗнче В2 витамин кӑларӗҫ
"Алга" ОЭЗ территорийӗнче В2 витамин кӑларӗҫ

"Биорон" компанийӗ Пушкӑртстанра В2 витамин производствине уҫасшӑн, вӑл "Алга" экономика зонин резиденчӗ пулса тӑнă. "Биорон" компани ҫулталӑкра 900 тонна пӗтӗмӗшле хӑватпа 1,53 миллиард тенкӗ хывса "Алга" экономика зонин территорийӗнче хальхи вӑхӑтра туса кӑларакан производствӑна тума палӑртнӑ. Кӑҫал пуҫланакан ҫак проекта пурнӑҫласси Хӗвеланӑҫ Европӑпа Китайран килекен продукцие улӑштарма тӗллев лартать.
"Биорон" ООО 2021 ҫулхи июль уйӑхӗнче Стерлитамак районӗнче регистрациленӗ, унта предприяти ӗҫ-хӗлӗнчен налуксем пулӗҫ те. Паянхи куна ку "Алга" экономика зонин 11-мĕш резиденчӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА.

"Алга" ОЭЗ территорийӗнче В2 витамин кӑларӗҫ
"Алга" ОЭЗ территорийӗнче В2 витамин кӑларӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: