Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
17 Майӑн 2022, 21:44

Пушкӑрт экспортерӗн икӗ предприятийӗ "Ылтӑн Меркурий" конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑрт экспортерӗн икӗ предприятийӗ "Ылтӑн Меркурий" конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ
Пушкӑрт экспортерӗн икӗ предприятийӗ "Ылтӑн Меркурий" конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ

Пушкӑртстанри икӗ предприяти 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх "Ылтӑн Меркурий" предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлӗ енӗпе Наци премийӗн конкурсӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Потребитель продукцийӗ туса кӑларас сферӑри чи лайӑх предприяти-экспортер "Чишмари ҫу завочӗ", пулӑшу енӗпе - Стерлитамакри "Башхим" суту-илӳ ҫурчĕ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене Раҫҫей ТПП президенчӗ Сергей Катырин ертсе пынипе Наци эксперчӗн канашӗн ларӑвӗнче ирттернĕ. Кӑҫал черетлӗ рекорд тунӑ – конкурса регионти 84 ТПП хутшӑннӑ, пӗтӗмӗшле номинаципе 267 заявкă тата 35 уйрăммăн заявка панӑ. Пушкӑртсен суту-илӳпе промышленноҫ палати республикӑри ҫичӗ компанин заявкисене конкурсне янӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑрт экспортерӗн икӗ предприятийӗ "Ылтӑн Меркурий" конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ
Пушкӑрт экспортерӗн икӗ предприятийӗ "Ылтӑн Меркурий" конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: