Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
18 Майӑн 2022, 21:04

Пушкӑртстанпа Иран пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатасси ҫинчен калаҫса татӑлнă

Пушкӑрт представительствине Иранра уҫни вырӑнлӑ пулни ҫинчен калаçса татăлнă.

Пушкӑртстанпа Иран пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатасси ҫинчен калаҫса татӑлнă
Пушкӑртстанпа Иран пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатасси ҫинчен калаҫса татӑлнă

Майӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшӗччен Иранри Тегеранра Iran Oil Shov нефтьпе газ пысӑк выставкине Пушкӑрт делегацийӗ хутшӑннӑ. Республика представителӗсене Иран ислам республикин наукӑпа технологийӗсем енӗпе ӗҫлекен вице-президенчӗ Сорена Саттари ПР Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа 2022 ҫулхи апрель уйӑхӗнчи калаҫура чĕннĕ.
Визит шайӗнче Пушкӑрт представителĕсем Иранăн ӗҫлӗ, правительство канашӗсен представителӗсемпе тӗл пулнӑ. Нефтегаз сферинче пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен уйрӑм акцент тунӑ. Tapico нефтегазӑн пысӑк холдингӗпе тата нефть отраслӗпе наукӑпа вӗренӳ сферинче килӗштерсе ӗҫлессине аталантарас тӗллевсем ҫинчен ҫырнӑ протокола алӑ пуснӑ. Иран представителӗсем промышленноҫ предприятийӗсен пӗрлехи базине йӗркелеме сӗннӗ, пӗрлешÿллĕ компанисем те тума май пур. Енсем Пушкӑрт представительствине Иранра уҫни вырӑнлӑ пулни ҫинчен калаçса татăлнă.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанпа Иран пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатасси ҫинчен калаҫса татӑлнă
Пушкӑртстанпа Иран пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатасси ҫинчен калаҫса татӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: