Пушкӑртстанри суту-илӳпе пулӑшу министрӗ Алексей Гусев каланӑ тӑрӑх, республикӑра ҫул хӗрринчи сервиса аталантарас енӗпе активлӑ ӗҫ пырать.
Ҫапла, ведомствӑра ку сферӑри ҫичӗ инвестици проектне сӳтсе явнӑ. Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 1,5 миллиард тенкӗпе танлашма пултарать. Сӑмахран, Пушкӑрт трассинче тĕрлĕ çункăçлă автозаправка комплексӗсем тӑвасси, "Таналыково" гостиница комплексӗ тӑвасси, ҫавӑн пекех "Уфа-Бирск-Янаул" автоҫул ҫинчи апат-ҫимӗҫ пункчĕ, минимаркет пункчӗсем, аптекӑсем тӑвасси ҫинчен сӑмах пырать. Объектсем тунипе республикӑра ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, хӑш-пӗр проектсем тӑрӑх инвесторсем палӑртнӑ пулӑшу мерисем илме тивӗҫтерме пултараҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.