Радий Хабиров социаллӑ сетьсенчи хӑйӗн страницинче Петербургри пӗтӗм тӗнчери XXV экономика форумӗн площадкинчи пирвайхи тӗлпулусем ҫинчен каласа панă. "Автодор" патшалӑх компанийӗн председателӗпе Вячеслав Петушенкопа вӑл пирӗн республикӑри ҫулсем тӑвас тӗлӗшпе мегапроектсене сӳтсе явнӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ПМЭФра республика ДОМ.РФпа Уфари Забельери шывпа тивӗҫтермелли объектсем тӑвас проектпа килӗшӳ тума палӑртнӑ. Форумра тӗнче шайӗнчи Студентсен кампусӗ Еврази НОЦӗсен проектне кăтартма палӑртнӑ.
Документ ҫине алӑ пусакан тепӗр пысӑк проект - вӑрҫӑ ветеранӗсен валли клиника госпитальне тӑвасси.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.