Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
5 Июлӗн 2022, 11:15

Пушкӑрт ял хуҫалӑх производителӗсем Мускаври гастрономи фестивалӗнче хӑйсен продукцине кӑтартӗҫ

Мероприяти тӗп хулара 22 площадкӑра иртӗ.

Пушкӑрт ял хуҫалӑх производителӗсем Мускаври гастрономи фестивалӗнче хӑйсен продукцине кӑтартӗҫ
Пушкӑрт ял хуҫалӑх производителӗсем Мускаври гастрономи фестивалӗнче хӑйсен продукцине кӑтартӗҫ

Июлӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 1 -мӗшӗччен Мускавра "Вкусы России" гастрономи фестивалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 65 регионтан 300 бренда яхӑн хутшӑнӗ. Вӗсем хушшинче - Пушкӑртсен наци бренчӗсем. Республикӑри ял хуҫалӑх производителӗсем йӑлана кӗнӗ пек пыл продукцийӗ, курӑк чейӗ, талкан, аш-какай сӑйлавӗсем тӑратаҫҫӗ, кун пирки республикӑри Ялхуçалăх министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Мероприяти тӗп хулара 22 площадкӑра иртӗ, фестивалӗн тӗп зонисенчен пӗри Горький паркӗнче уҫӑлӗ. Ярмаркӑсӑр пуҫне кунта фуд-корт, пултарулӑх, ремесла тата кулинари мастер-класӗсем, артистсен выстурленийĕсем тата ытти те йӗркелĕҫ.

Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви Мускав правительстви пулӑшнипе йӗркеленӗ гастрономи фестивалӗ федераци министерстви Раҫҫей президенчӗ хушнипе 2020 ҫултанпа пурнӑҫлакан регионти апат-ҫимӗҫ брендне малалла тӑсмалли анлӑ программӑн черетлӗ тапхӑрӗ пулса тӑрать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Ялхуçалăх министерстви.

Пушкӑрт ял хуҫалӑх производителӗсем Мускаври гастрономи фестивалӗнче хӑйсен продукцине кӑтартӗҫ
Пушкӑрт ял хуҫалӑх производителӗсем Мускаври гастрономи фестивалӗнче хӑйсен продукцине кӑтартӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: