Пушкӑртстанри паллӑ предприятисенчен пӗринче тӑкаксене чакарас тата шанчӑклӑ ҫынсене шырас тӗллевпе лартаҫҫӗ.
Буздякри консерв комбиначӗн продукцийӗ республикӑра томат соусӗсен, пастӑсен тата консерв яшкисен рынокӗн 85 проценчӗ ытла йышӑнать. Кунта уйӑхсерен 2,5 пин ытла пахалӑхлӑ тавар туса сутаҫҫӗ. Анчах тӗп чӗртавар — комбинатра усӑ куракан томатсем — импортли.
Пахча ҫимӗҫ консервисене туса илекен санкци пусӑмӗн условийӗсенче ӗҫлени ҫинчен "Республика Башкортостан" хаçата Буздякри консерв комбиначӗн туса кӑларас енӗпе ӗҫлекен ӗҫ тӑвакан директорӑн заместителӗ Татьяна Глебова каласа панă.
Халӗ производствӑра томат пастине хатӗрлеме уйрӑмах йывӑр. Паян чĕртавар пирки Узбекистан еннелле пӑхаҫҫӗ, ӗлӗк вӗсенчен хӑйсен продукцийӗ валли чӗртавар туяннӑ. Хӗвелтухӑҫӗнчи ытти ҫӗршывсемпе те ҫыхӑну тытаҫҫӗ, яланхи поставщиксене шыраҫҫӗ.
Шел пулин те, республикӑра томатсен кирлӗ калӑпӑшне никам та ӳстермест. Ытти пахча ҫимӗҫсем — ҫӗрулми, купӑста, кӑшман, кишӗр тата сухан пирки каласан, вӗсем пурте тӑван ҫӗршыврисем — Пушкӑртстанран тата Раççейрен. Вырӑнти пахчаҫимӗҫ ÿстерекенсемпе договорсем тӑваҫҫӗ, вӗсем заказ парса "борщ наборне" ҫитӗнтереҫҫӗ. Пахчаҫимӗҫе суйласа илеҫҫӗ, пысӑк калӑпӑшпа ҫеҫ туянаҫҫӗ. Сӑмахран, пĕр харăс ҫӗр тонна купӑста кирлӗ. Вӑл пӗр ял хуҫалӑх производителӗнчен пулсан аванрах. Продукт пахалӑхне тӗрӗслеççĕ, туянма тытӑнаççĕ те производствӑна яраççĕ.
Татьяна Глебова каласа панӑ тӑрӑх, туслӑ ҫӗршывсенче — Казахстанра, Беларуҫра, Индире — альтернативлӑ производство шыраҫҫӗ. Упаковка материалӗсен 80 проценчӗ дефицит пулма пултарать. Анчах вӗсене тума никӗссӗр юлмаççĕ. Хӑнӑхнӑ дой-пак состав тӑрӑх улшӑнать пулмалла. Раççейре ҫавӑн пек производительсем пур. Хальлӗхе томат пастиллӗ банкӑсен полимер хупӑлчиллӗ лару-тӑру ӑнланмалла мар-ха. Тен, металлран тунӑ ӗҫ патне таврӑнĕç. Тӑкаксене чакармалла тата перекетлемелле — çакăн пек тĕллев лартаççĕ комбинатра.