Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
22 Июлӗн 2022, 19:20

Раҫҫейрен тухса кайнӑ ют ҫӗршыв тӳлев сервисӗсем вырӑнне тӑван ҫӗршыв аналогӗсем килеҫҫӗ

Чи малтан ку – тӳлев карттисен (НСПК) - СБПэйпе МирПэй Наци тытӑмӗн тÿлев картисен продукчӗсем.

Чи малтан ку – тӳлев карттисен (НСПК) - СБПэйпе МирПэй Наци тытӑмӗн тÿлев картисен продукчӗсем.
Раҫҫей хатӗрлевҫисене пула эпир малтанхи пекех пластикӑллӑ карттӑсӑрах тӳлеме пултаратпӑр, хамӑрпа пӗрле смартфон ҫеҫ пулмалла.
Ҫав приложенисем хушшинчи уйрӑмлӑх акӑ мӗнре: МирПей МИР карттисемпе ҫеҫ ӗҫлет тата айфонсемпе усӑ курма май ҫук. СБПэй банк карттисемпе усӑ курмасть – пур тӳлевсене те усӑ кураканӑн банкри счечӗнчен тултараҫҫӗ, Аndroid системинчи телефонсемпе те, iOS тӗлӗшпе те ӗҫлет.
Раҫҫей Тĕп Банкӗ хушнипе СБПэй приложенине Раҫҫейри мĕнпур банксем пулӑшмалла. 2022 ҫулхи июлӗн 18-мӗшӗнче ҫӗршывра ҫак кун тӗлне ӗҫлекен 330 ытла кредит организацийӗсенчен 130 ытла кредит организацийӗ хутшӑннӑ. Ҫак банксенчен 30 ытларахăшĕ Пушкӑртстанра ӗҫлеҫҫӗ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: