Пушкӑрт предпринимателӗсем ПР нацбанкӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 6,3 миллиард ытла тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлă кредитсем илнӗ.
Сăмахран, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи июлӗн 10-мӗшӗччен кризиса хирӗҫле пулӑшупа республикӑри 380 компани тата ИП усӑ курнӑ.
Раҫҫей Банкĕн кредитламалли программа тата МСП Корпорацийӗн программи тӑрӑх тӗп ставкӑна 3 процентлӑ пункт ҫӳллӗш тĕп ставки шайӗнче вырнаҫтарнине палӑртнӑ. Ҫав хушӑрах ҫӗнӗ условисем маларах панӑ суммăсемшӗн те вăйра тăраççĕ. "Ҫăмăллăхлă кредитсене ИП, пӗчӗк тата вӑтам компанисем, ҫавӑн пекех харпӑрҫӑсем (самозанятăйсем) илме пултараҫҫӗ. Ӗҫ-хӗл тĕсĕ ниме те пӗлтермест. МСП валли чи пысӑк кредит калӑпӑшӗ 3 милллионран пуҫласа 1 миллиард тенкӗ таран, самозанятăйсемшӗн 500 пин тенкӗрен ытла мар. Ҫӑмӑллӑх кредитне 3 ҫулччен йӗркелеме пулать. Ссудӑна вӑхӑтлӑха та илме пулать, анчах ҫак срок иртсен процент улшӑнма пултарать", - ӑнлантарнӑ ПР нацбанкинче.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.