Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
28 Июлӗн 2022, 11:05

Ирана йывăç тăратасси пирки калаçнă

Пушкӑртстан Иранпа вӑрман промышленноҫӗ сферинче туслӑ ĕçлесси ҫинчен калаҫса татӑлнă.  

Ирана йывăç тăратасси пирки калаçнă
Ирана йывăç тăратасси пирки калаçнă

Пушкӑртстан Иранпа вӑрман промышленноҫӗ сферинче туслӑ ĕçлесси ҫинчен калаҫса татӑлнă.

Иран Пушкӑрт йывăç хатӗрлекен промышленноҫӗн майĕсене пысӑк хак панӑ, ҫавӑнпа та республикӑри вӑрман промышленноҫ комплексӗн продукцине туянма шутлать. Уфара пулса иртнӗ калаҫусен результачӗсем тӑрӑх ҫакӑн ҫинчен паллă пулнă. Унта Пушкӑртстан правительстви, Иранпа Пушкӑрт компанийӗсен ӗҫ канашӗсен представителӗсем хутшӑннă.

РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Пушкӑртстанӑн полномочиллӗ представителӗ - республика правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ Сергей Греков Иранпа килӗштерсе ĕçлес ыйту приоритетлӑ пулнине тата икӗ республикӑпа малалла ҫыхӑнса ӗҫлемелли план йӗркеленнине палӑртнă.

Калаҫӑва Иранри Tappiko Таминри нефтьпе газ тата нефтьпе хими инвестици компанийӗн тата Пушкăртстанри йывăç туса хатӗрлекен промышленноҫпа целлюлоза производствинче ĕçлекен предприятийӗн целлюлозлӑ холдинг представителӗсем хутшӑннă.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ» ИА архивĕнчен.

Ирана йывăç тăратасси пирки калаçнă
Ирана йывăç тăратасси пирки калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: