Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
1 Августӑн 2022, 20:34

Радий Хабиров: Пушкӑртстан хӑйне те, ытти регионсене те хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе тивӗҫтерӗ

Республикӑра ҫу хӗвелҫаврӑнӑшӗн тухӑҫлӑхӗ лайӑх пуласса кӗтеҫҫӗ, 350-360 пин тонна пуҫтарма палӑртнӑ.

Радий Хабиров: Пушкӑртстан хӑйне те, ытти регионсене те хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе тивӗҫтерӗ
Радий Хабиров: Пушкӑртстан хӑйне те, ытти регионсене те хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе тивӗҫтерӗ

Республикӑра ҫу хӗвелҫаврӑнӑшӗн тухӑҫлӑхӗ лайӑх пуласса кӗтеҫҫӗ, 350-360 пин тонна пуҫтарма палӑртнӑ. Кӑҫал асӑннӑ культурӑна 302,9 пин гектар акнӑ, 2021-мӗш ҫулхипе танлаштарсан, 14% нумайрах. Кун çинчен хӑйӗн телеграмм-каналӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫырнӑ.
"Пирӗн ӳсентӑран ҫӑвӗ туса кӑларассине те йӗркеленӗ – Пушкӑртстанра икӗ завод ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен хӑвачӗ талӑкра 2,5 пин тонна хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине тирпейлесе хатӗрлеме май парать. Пӗтӗмӗшле кӑткӑс ӗҫре пирӗн предприятисем ҫулталӑкне 320 пин тонна ытла ҫу туса кӑлараҫҫӗ, ку пирӗн республикӑра пурӑнакансене кирличчен 6 хут ытларах. Хамӑра та, ытти регионсене те ҫупа тивӗҫтерӗпӗр", - палӑртнӑ регион ертӳҫи.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн телеграмм-каналӗ.

Радий Хабиров: Пушкӑртстан хӑйне те, ытти регионсене те хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе тивӗҫтерӗ
Радий Хабиров: Пушкӑртстан хӑйне те, ытти регионсене те хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе тивӗҫтерӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: