#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей хӗвеланӑҫӗнчи ӗҫтешсем валли металлурги продукцийӗн шанчӑклӑ сутуҫи пулса юлни ҫинчен, анчах туслӑ мар ҫӗршывсемпе хӑйне сиен кӳме шутламанни ҫинчен пӗлтернӗ. Кун ҫинчен вӑл тунтикун, августӑн 1-мӗшӗнче, металлурги отрасльне аталантарас тӗлӗшпе канашлу пынӑ вӑхӑтра пӗлтернӗ.
Раҫҫей лидерӗ каланӑ тӑрӑх, хӗвеланӑҫӗнчи хӑш-пӗр ҫӗршывсем Пӗтӗм Тӗнчери суту-илӳ организацийӗн (ВТО) принципӗсене, Раҫҫее хирӗҫ санкцисем туса, "мӑшкӑлтӑк шыв ҫине" кӑларнӑ. Вӑл тӑван ҫӗршыври металлургсен ӗҫне чарусем "тӳрӗ кӑмӑллӑ конкуренцие уҫҫӑн палӑртни" тесе хушса хунă.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сӑнӳкерчӗк: Global Look Press/Kremlin Pool