Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
17 Августӑн 2022, 18:44

Пушкӑртстанри фермер "Агротуризм" грантпа 7,5 млн тенкӗ выляса илнӗ

Айтуган Фаттахов лаша ĕрчетекен пӗтӗм Раҫҫейри рейтингра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннă.

ПР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри Ял хуҫалӑх министерствинче пурӗ 2022 ҫулта "Агротуризм" гранта 51 проекта суйласа илнӗ.
– Пирӗн фермерсемпе ял хуҫалӑх кооперативӗсем крафт, органикӑлла таса продукци производствине аталантараҫҫӗ, - палӑртнă ПР Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ Ильшат Фазрахманов. – Кăмăс, аш-какай, ытти апат-ҫимӗҫ производствине аталантарса агротуризма та пӗр пекех хӑнӑхтарма пулать. Пушкӑрт агробизнесменӗсенчен чи çаврăнăçуллисем ҫакна тӑваҫҫӗ ӗнтӗ.
Грантăн 7,5 млн тенкипе тата хӑйӗн 2,5 млн тенкипе Айтуган Фаттахов хӑйӗн тӑван Абзелил районӗнчи усадьбинче лашасемпе ярăнасси, кăмăспа сипленесси тата туристсем валли ипотерапине йĕркелеме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех кану базин территорийӗнче икӗ кемпинг, хӑна хӳшшисем, ресторан тӑвӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри фермер "Агротуризм" грантпа 7,5 млн тенкӗ выляса илнӗ
Пушкӑртстанри фермер "Агротуризм" грантпа 7,5 млн тенкӗ выляса илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: