+1 °С
Уҫҫӑнах
Раҫҫей Правительстви сентябрӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа хутсемпе картон экспортне вӑхӑтлӑх квотăсем кӗртет. Михаил Мишустин алӑ пуснӑ тивӗҫлӗ постановление орган официаллӑ сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
2022 ҫулхи декабрӗн 3-мӗшӗччен тӑсӑлакан квотăн виҫи 30000 тонна чухлӗ. Экспортерсен калӑпӑшне РФ Промышленоçпа суту-илÿ министерстви валеҫсе парӗ.
"Пуҫарӑва картон тарӑ туса кӑларакансене пулӑшма, макулатурӑпа хӑйсен продукцийӗ валли тӗп чӗр тавар вырӑнӗнче усӑ куракансене пулӑшма янӑ. Унсӑр пуҫне вӑл шалти рынокра кун пек чӗртавар ҫитменнипе усӑ курма май памасть", — палӑртнӑ ҫӗршыв правительстви.
"Башинформ" информацийĕпе.