Кӑҫал ҫулла "Башкирия" наци паркӗнче туристсен юхăмĕ иртнӗ сезонпа танлаштарсан, 15 процент ӳснӗ. Кун пирки ҫутҫанталӑк паркӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ.
Хӑш-пӗр енчен Нугуш водохранилищин ҫыранӗнчи "Каменный дол" ҫӗнӗ кемпинг уҫни çакна пулăшнă. 14 туризм лаптӑкӗсене пӗр вӑхӑтра 84 ҫынна шӑнӑҫтараҫҫӗ, палаткӑсемпе канма мӗн кирлине пурне те илеҫҫӗ. Кемпинг ку сезонра чи лайӑххи пулса тӑнă.
Май уйӑхӗнче "Куперля" шывсикки патӗнче контрольпе пропуск пунктне йĕркеленĕ, унта экскурси заказ тума пулнă. «Многоликая Куперля» пӗлтӗрхи рекордсене пурне те ҫӗмӗрсе тӑкрӗ. Ҫу каҫиччен ӑна 150 ытла ҫын пырса курнӑ, 2021 ҫулхинчен 30 процент ытларах.
«Башинформ» информацийĕпе.