Уфара Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгресне хатӗрленеççĕ. Форума 1000 яхӑн ҫынна кӗтеҫҫӗ, 30 профиль секцине яхӑн пленум ларăвĕсем иртĕç, 10 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх вунă килӗшӳ алӑ пусма палӑртнӑ.
Пушкӑртстанри Çурт-йӗр лартакансен ассоциацийӗ енӗпе форумра СНГ ҫӗршывӗсен ҫавӑн пек ассоциацисен представителӗсен саммичӗ тата, паллах, Раҫҫей регионӗсенчен килнӗскерсем пулĕç, каласа панӑ тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен министрӗ Маргарита Болычева.
Мероприятире Раҫҫейри чи пысӑк ҫурт-йӗр лартакансем ҫӗнӗ чăнлăхсенче куҫман пурлăх рынокне аталантармалли стратегие, Пушкӑрт Строительствин нумай хутлӑ тренчӗсем, саккун кӑларакан улшӑнусем тата куҫман пурлӑх рынокне патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисене сӳтсе явӗҫ.
Пушкӑртстанпа пысӑк ҫурт-йӗр лартакан строительство компанийӗсем паллаштарӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.