Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
13 Сентябрӗн 2022, 21:47

Пушкӑртстан бюджетран автомобильсене газа куҫарма субсидилеме 58,4 млн тенкӗ уйӑрӗ

Пушкӑртстанра ҫутҫанталӑк газӗпе ӗҫлекен автомобильсем валли транспорт налукӗпе 50 процент ҫӑмӑллӑх параҫҫӗ.

Пушкӑртстан бюджетран автомобильсене газа куҫарма субсидилеме 58,4 млн тенкӗ уйӑрӗ
Пушкӑртстан бюджетран автомобильсене газа куҫарма субсидилеме 58,4 млн тенкӗ уйӑрӗ

Бензинран газ ҫине куҫарма Пушкӑртстанри машина хуҫисене субсиди пани ҫинчен ПР Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров соцсетьсенче каласа панӑ.
Ҫапла, ҫӑмӑл автомобиль валли скидка 75 пин тенкӗ таран; "Газель" йышши ҫӑмӑл транспорт валли - 86 пин тенкӗ; автобуссемпе çăк турттармалли автомобильсем валли – 300 пин тенкӗ таран. Унсӑр пуҫне, Пушкӑртра ҫутҫанталӑк газӗпе ӗҫлекен автомобильсем валли транспорт налукӗпе 50 процент ҫӑмӑллӑх параҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Андрей Назаров соцсечӗ.

Пушкӑртстан бюджетран автомобильсене газа куҫарма субсидилеме 58,4 млн тенкӗ уйӑрӗ
Пушкӑртстан бюджетран автомобильсене газа куҫарма субсидилеме 58,4 млн тенкӗ уйӑрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: