Статистиксем Пушкӑртстанри 2022 ҫулхи январь–август уйӑхӗнче нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвассин хакне асӑннă.
Башстат пӗлтернӗ тӑрӑх, регионти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пӗр тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвассин хакӗ вӑтамран 59 286 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫав хушӑрах ял тӑрӑхӗнчи пӗр "тӑваткал" ҫурт-йӗр хакӗ хуларинчен чылай аяларах — 60 054 тенке "хирӗҫ" 36 802 тенкӗ.
Кӑҫалхи сакӑр уйӑх хушшинче Пушкӑртстанра ҫурт-йӗр лартакансен —юридика сӑпатсемпе уйрӑм ҫурт-йӗр лартакансен—1,937 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗре ӗҫе кӗртнӗ. Ку 2021-мӗш ҫулхи январь-август уйӑхӗнчен 9 процент ытларах. Ҫав хушӑрах ҫурт-йӗр лартакансен — юридика сапачĕсен тӳпине кӗртнӗ ҫурт-йӗрӗн 33,1 проценчӗ, уйрӑм ҫурт лартакансен 66,9 проценчӗ тивет.
2021 ҫулта республикӑра пурӑнмалли ҫурт-йӗр рекордлӑ калӑпӑшне — 2,9 млн тӑваткал метр хута янӑ. 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстан Раҫҫей строительство отраслӗн регион-лидерӗсен шутне кӗнӗ.
Пӗтӗм ҫӗршывӗпе 92,6 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр тунӑ. Ку ҫӗршывӑн пӗтӗм историйӗнчи чи пысӑк кӑтарту, совет тапхӑрне кĕртсе те. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене 4,2 млн ҫемье е 10 млн Раççей çынни лайӑхлатнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.