Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
30 Сентябрӗн 2022, 19:10

Уфара тата тепӗр производство пулӗ, унта эмел биопрепарачӗсем кӑларӗҫ

Кун ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ соцсетьре каласа панӑ.

Уфара тата тепӗр производство пулӗ, унта эмел биопрепарачӗсем кӑларӗҫ
Уфара тата тепӗр производство пулӗ, унта эмел биопрепарачӗсем кӑларӗҫ

Кун ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ соцсетьре каласа панӑ. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, виҫӗ ҫул хушшинче "БашИнком" пушкӑрт предприятийӗ Беларусине 40 процента яхӑн экспорта ӳстерсе пынӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа компани 20,5 млн тенкӗлӗх тавар тăратнӑ.
Паян ку Раҫҫейре 300 ытла тӗслӗ биотехнологиллӗ биопрепаратсемпе биоактивланӑ удобренисем, выльӑх апачӗ тата буровой реагентсем кăларакан предприяти. Компани ҫулсерен 23 пин ытла продукци кӑларать.
Предприятийӗн пилĕк лабораториллĕ наукӑпа техника центрӗ, унта биологи тата ялхуҫалӑх наукисен 28 докторӗпе кандидачӗ тата 100 ытла наука ӗҫченӗ вӑй хурать. Ултӑ завод – Кумертаура, Благовещенскра тата Уфара ӗҫлеҫҫӗ. Часах Уфара тата тепӗр производство пулӗ, унта чӗрчунсемпе ҫын валли эмел биопрепарачӗсем тӑвӗҫ. Инвестропроект тапхăр-тапхăрпа пурнӑҫланать.
"МГ" информацийĕпе.

Уфара тата тепӗр производство пулӗ, унта эмел биопрепарачӗсем кӑларӗҫ
Уфара тата тепӗр производство пулӗ, унта эмел биопрепарачӗсем кӑларӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: