

Октябрӗн 12-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Ульяновск облаҫӗн губернаторӗпе Алексей Русскихпе ĕçлĕ тӗлпулу ирттернӗ. Кун йӗркинче - регионсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси тата малашлӑхлӑ пӗрлехи проектсене пурнӑҫласси.
Радий Хабиров Ульяновск облаҫӗн делегацине, Республика кунӗ ячӗпе мероприятисене хутшӑннӑшăн тав тунă. Бизнес-пӗрлӗх представителӗсем Уфапа Стерлитамакӑн промышленноҫ предприятийӗсене те кайса курнă.
"Ульяновск облаҫӗ - республикӑшӑн питӗ интереслӗ партнер, - тенӗ Радий Хабиров. — Пирӗн тӗрлӗ отрасльсенче пӗр-пӗринпе килĕштерсе ӗҫлессине йӗркеленӗ ӗнтӗ, ҫапла шутлатӑп: эпир ҫак килӗшӗве аталантарма тата ӳстерме пултаратпӑр".
"Пушкӑртстан — пуян ҫутҫанталӑкпа, экономика вӑй-хӑвачӗпе, чаплӑ ҫынсемпе сайра тӗл пулакан регион, — тенӗ Алексей Русских. — Эпир сирӗн пата облаҫри 15 предприяти йӗркин представителӗсене илсе килтӗмӗр, республикӑри бизнеспа конкретлӑ плансем палӑртрӑмӑр".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн сайчӗ.