Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
17 Октябрӗн 2022, 15:50

Туслӑ ҫӗршывсенчи партнерсемпе пӗрле пушкӑртсем 9,5 миллиарда яхӑн пӗрлехи проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ

Пушкăртстан тулашри экономика енӗпе ӗҫе вӑйлатнӑ, туслӑ ҫӗршывсенчи шанчӑклӑ юлташсемпе ҫыхӑну тытассине ҫирӗплетнӗ.

Туслӑ ҫӗршывсенчи партнерсемпе пӗрле пушкӑртсем 9,5 миллиарда яхӑн пӗрлехи проектсем пурнӑҫлаҫҫӗТуслӑ ҫӗршывсенчи партнерсемпе пӗрле пушкӑртсем 9,5 миллиарда яхӑн пӗрлехи проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ
Туслӑ ҫӗршывсенчи партнерсемпе пӗрле пушкӑртсем 9,5 миллиарда яхӑн пӗрлехи проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ

Пушкăртстан тулашри экономика енӗпе ӗҫе вӑйлатнӑ, туслӑ ҫӗршывсенчи шанчӑклӑ юлташсемпе ҫыхӑну тытассине ҫирӗплетнӗ. Кун ҫинчен октябрӗн 17-мӗшӗнче хӑйӗн телеграмм-каналӗнче ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.
"2022 ҫулхи ҫичӗ уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 31% ӳснӗ. Турцирен, Беларуҫран, Казахстанран, Узбекистанран инвесторсем хӑйсен проекчӗсене шӑпах пирӗн республикӑра пурнӑҫласси ҫинчен йышӑннă. Паян тӗрлӗ стадире - пӗтӗмӗшле калӑпӑшпа 9,5 миллиард тенке яхӑн пӗрлехи проектсем", - каласа панă Радий Хабиров.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку ҫӗршывсенче регионти тулашри экономика блокӗпе Пушкӑртстан представителӗсен пысӑк тивӗҫӗ пур.
"2024 ҫул тӗлне Пушкӑртстан представителӗсем сакӑр патшалăхра ӗҫлессине планлатпӑр. Халӗ вӗсем Китайпа Иранра та пулччăр тесе ӗҫлетпӗр — вӗсем пирӗншӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ. Юлашкинчен пирӗн пӗтӗм вӑй-хал ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсене, налуксене, тупӑшсене куҫать тата ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ ҫине тӳрремӗнех витӗм кӳрет. Чарӑнмастпӑр, малалла ӗҫлетпӗр", - тенӗ регион ертӳҫи.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Радий Хабировӑн телеграмм-каналĕ.

 

Туслӑ ҫӗршывсенчи партнерсемпе пӗрле пушкӑртсем 9,5 миллиарда яхӑн пӗрлехи проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ
Туслӑ ҫӗршывсенчи партнерсемпе пӗрле пушкӑртсем 9,5 миллиарда яхӑн пӗрлехи проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас