Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
18 Октябрӗн 2022, 15:47

Пушкӑртстан Беларуҫпа пӗрлехи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлать

Беларуç партнерĕсемпе 2023 ҫулта Пушкӑрт экспорчӗ валли "Лайнер" компани туса кăларакан 4 пин тонна шовсăр труба кÿме килӗшӳ тунӑ.

Пушкӑртстан Беларуҫпа пӗрлехи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлатьПушкӑртстан Беларуҫпа пӗрлехи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлать
Пушкӑртстан Беларуҫпа пӗрлехи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлать

Октябрӗн 17-мӗшӗнче Пушкăрт Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи кашни эрнере иртекен оперативлӑ канашлура Беларуç Республикипе ҫыхӑну тытассине аталантарас енӗпе ҫул карттине пурнӑҫлассине сӳтсе явнă.
Пушкӑрт экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов каланӑ тӑрӑх, енсем 70 ытла пӗрлехи ҫул-йӗрпе проекта аталантарма тӗллев лартаҫҫӗ. Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ хушнипе строительство, проект тӑвас тата автозаправка станцийӗсем тӑвас, Беларуҫри пушкӑрт продукчӗсем тӑвас сферӑра пӗрле ӗҫленине анлӑлатӗҫ.
Гомель облаҫӗн делегацийӗ килнӗ хыҫҫӑн "Витцеман" тата "Салаватгидравлик" компанисемпе килӗштерсе ӗҫленине аталантарма импульс панӑ. Унсӑр пуҫне Пушкӑрт территорийӗнче "Беларуҫ таварӗсем" лавкасен сетьне аталантарма палӑртаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Беларуç партнерĕсемпе 2023 ҫулта Пушкӑрт экспорчӗ валли "Лайнер" компани туса кăларакан 4 пин тонна шовсăр труба кÿме килӗшӳ тунӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстан Беларуҫпа пӗрлехи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлать
Пушкӑртстан Беларуҫпа пӗрлехи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас