-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Благовещенскри "Благовещенский пластик" компание моногород.рф. фончӗ енӗпе 200 млн тенке яхӑн заем илнӗ. Укҫана Пушкӑрт правительствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, термоформировка тата картонран тунӑ пластик стакансемпе чӗркемелли оборудовани икӗ производство линийӗ туянма уйӑрнӑ. Укҫа-тенкӗ "Благовещенский пластик" производство хӑвачӗпе продукци туса кӑларассине ҫулталӑкра 640 млн издели таран ӳстерме май парать. Инвестици проекчӗн пӗтӗмӗшле хакӗ 250 млн тенкӗпе танлашать.
Предприяти ертӳҫи Дмитрий Кузнецов каланӑ тӑрӑх, пулӑшу вӑхӑтлă пулнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: ПР правительстви.