Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
1 Ноябрӗн 2022, 21:37

"Благовещенск" ТОСЭР ҫӗнӗ резиденчӗ йывӑҫ кӑмрӑкӗ туса кăларĕ

Производство 11 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелет.

"Благовещенск" ТОСЭР ҫӗнӗ резиденчӗ йывӑҫ кӑмрӑкӗ туса кăларĕ
"Благовещенск" ТОСЭР ҫӗнӗ резиденчӗ йывӑҫ кӑмрӑкӗ туса кăларĕ


"Эра технологий" компанине "Благовещенск" ТОСЭР резиденчӗсен реестрне кӗртнӗ, пӗлтернӗ Пушкӑртстан Экономика аталанӑвӗн министерствинче. Инвестор йывӑҫ кӑмрӑк производствине йӗркелеме 8 млн ытла тенкӗ хывма палӑртнӑ.
Предприятин проект хӑвачӗ ҫулталӑкне 720 тонна таран йывăç кăмрăкĕ кăларасси. Чӗртавар пахалӑхӗнче вырӑнти хатӗрлевҫӗсен йывӑҫӗпе, ҫавӑн пекех йывăç ӗҫлев каяшӗсемпе усӑ курӗҫ. Проекта пурнӑҫламалли сроксем — 2022-2026 ҫулсем. Производство 11 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелет. Продукцие вак-тӗвек суту-илӳ сечĕсенче сутӗҫ. Унсӑр пуҫне предприяти металлурги промышленноҫӗн предприятийӗсем валли кӑмрӑк, чугун тата тӗрлӗ тӗслӗ металсем шӑратнӑ чухне компонент пулса, лартмалли договорсем тума палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: pravitelstvorb.ru

"Благовещенск" ТОСЭР ҫӗнӗ резиденчӗ йывӑҫ кӑмрӑкӗ туса кăларĕ
"Благовещенск" ТОСЭР ҫӗнӗ резиденчӗ йывӑҫ кӑмрӑкӗ туса кăларĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: