Кӑҫал республика ҫамрӑк тата социаллӑ предпринимательсене пулӑшма явӑҫтарнӑ федераци укҫи-тенкине пӗлтерес енӗпе ҫӗршыври регионсен хушшинче пӗрремӗш пулса тӑнă. Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ирттернӗ кашни эрнере иртекен оперативлӑ канашлура калаçнă.
Пушкӑрт предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Афзалов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак сферӑсенче бизнес-пуçару валли 134,5 миллион тенкӗ явӑҫтарнӑ, ҫав шутра 131,8 миллион тенкӗ - федераци бюджетӗнчен.
Министр ҫавӑн пекех тата икӗ ҫул хушшинче регионта социаллӑ предпринимательсен шучӗ икӗ хут ытларах – 393 ҫын таран ӳсни ҫинчен хушса каланӑ. Пушкӑртстан ҫак кӑтартупа Мускав облаҫӗ хыҫҫӑн иккĕмеш вырăнта пырать.
"МГ" информацийĕпе.