"Фарус-Синтез" компанийӗ ҫулталӑкне 48 пин тонна хӑватпа "Алга" ОЭЗ синтезлӑ аслӑ спирт туса кӑларас ӗҫе йӗркелеме шутланӑ. Проект хакӗ 14,7 миллиард тенкӗпе танлашать, Пушкӑрт правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк тӳлевлӗ 400 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ.
Инвестор планлакан производство импорта улӑштарасси тӗлӗшпе уйрӑмах ҫивӗч, мӗншӗн тесен паянхи кун Раҫҫейре çÿллĕ ҫуллӑ спиртсен синтезлӑ производстви ҫук. Ҫак продукципе мӗн кирлине импорт шучӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫапла вара, проекта пурнӑҫлани пирӗн ҫӗршывӑн промышленноҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫре пысӑк тӳпе хывать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР правительстви.