-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Раҫҫей правительстви 2022 ҫул вӗҫлениччен ҫӗршыври регионсене 1000 ҫӗнӗ шкул автобусĕ тата васкавлӑ пулӑшу памалли 900 машина хушма уйӑрӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин пӗлтернӗ.
Асӑннӑ тӗллевсем валли çичĕ миллиард ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Патшалӑх заказне пурнӑҫлама Раҫҫейри автопроизводительсене палӑртнӑ.
Транспорт хатӗрӗсем 2023 ҫулхи I кварталта регионсене лекессине палӑртнӑ.
"Ку ҫынсемшӗн медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курмалли майсене ӳстерет, ачасем вара хӑтлӑ та хӑрушлӑхсӑр шкул патне ҫитме пултараҫҫӗ", - тесе палӑртнӑ Михаил Мишустин.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.