Белорецкра социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территорин тепӗр резиденчӗ ҫуралнă. Кун ҫинчен хӑйӗн телеграм-каналӗнче Пушкӑртри Белорецк район администрацин пуҫлӑхӗ Андрей Иванюта пӗлтернӗ.
"Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви "Белорецк металлоизделийӗсен производствине" "Белорецк" ТОСЭР резиденчӗсен реестрне кӗртнӗ. Компани саморезсен производствине йӗркелеме 11 млн ытла инвестици хывма палӑртнӑ", - палӑртнă Иванюта.
Ҫӗнӗ производствӑн проект хӑвачӗ ҫулталӑкне 228 тонна шутланать. Предприяти ун ҫине 2024 ҫул тӗлне тухма палӑртнӑ. Производствӑра пӗтӗмпе вунă ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Андрей Иванюта телеграм-каналӗ.