Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
3 Декабрӗн 2022, 12:05

Пушкӑртстанра талӑкра 120 тонна тӗштырра тирпейлемелли калӑпӑшлӑ арман комплексне хута яма палӑртаҫҫӗ

Инвестор 220 млн тенкӗ йӗрке проектне хывма тата ӑна 2024 ҫулта хута яма палӑртнӑ.

Пушкӑртстанра талӑкра 120 тонна тӗштырра тирпейлемелли калӑпӑшлӑ арман комплексне хута яма палӑртаҫҫӗ
Пушкӑртстанра талӑкра 120 тонна тӗштырра тирпейлемелли калӑпӑшлӑ арман комплексне хута яма палӑртаҫҫӗ

Пушкӑртра талӑкра 120 тонна тӗштырра тирпейлемелли калӑпӑшлӑ хальхи арман комплексне хута яма палӑртаҫҫӗ. Унӑн Ермекей районӗнче тăвас проекчĕпе "Инвестчасра" "Башкирские злаки" компани директорӗ Хамит Аймаханов паллаштарнӑ.
Инвестор 220 млн тенкӗ йӗрке проектне хывма тата ӑна 2024 ҫулта хута яма палӑртнӑ. Проекта пурнӑҫламалли тапхӑрсенчен пӗри - 15 пин тонна тырӑ упрамалли элеватор лартасси. Производствӑра пурӗ 30 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.
"Пирӗн пуҫару республикӑри ял хуҫалӑх продукцийӗн экспорт суту-илÿне ӳстерме тӗллев лартать, ҫав шутра Ирана, Азербайджана, Казахстана, - палӑртнă Хамит Аймаханов. — Малашне эпир суту-илӳ сечĕсем валли кӗрпе фасовка тума планлатпӑр".
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра талӑкра 120 тонна тӗштырра тирпейлемелли калӑпӑшлӑ арман комплексне хута яма палӑртаҫҫӗ
Пушкӑртстанра талӑкра 120 тонна тӗштырра тирпейлемелли калӑпӑшлӑ арман комплексне хута яма палӑртаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: