Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
7 Декабрӗн 2022, 11:15

Коммуналлӑ техникӑна туянма Пушкӑрт муниципалитечӗсене 1,5 миллиарда яхӑн укçа-тенкӗ уйӑрнӑ

Пушкӑртстан правительствинче оперативлӑ канашлура премьер-министр Андрей Назаров ертсе пынипе регион хулисенче урампа ҫул-йӗр сетьне тытса тӑмалли ыйтусене сӳтсе явнă.

- Хӗллехи тапхӑрта уйрӑммӑнах тимлӗх кирлӗ ыйтусенчен пӗри урампа ҫул-йӗр сетьне тытса тăрасси, урамсене, тротуарсене, кил хушшисене юртан тасатасси пулса тӑрать. Кӑҫал муниципалитетсене коммуналлӑ техникӑн 239 единицине туянма республика бюджетӗнчен 1,5 миллиард укçа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех республика правительстви пулӑшнипе "Башкиравтодор" компани 13 спецмашина 150 млн ытла тенкӗлӗх туяннӑ, - тенӗ Андрей Назаров.
ПР правительствин председателӗн заместителӗ Алан Марзаев пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна муниципалитет бюджет учрежденийӗсен, управляющисен тата компанисене пӑхса тӑракансен, ҫавӑн пекех ӗҫ-хӗле контрактсемпе е договор никӗсӗ ҫинче пурнӑҫлакан ытти коммерци организацийӗсен аллинче коммуналлӑ техникӑн 2537 пайӗ пур, пӗлтерет регион правительствин пресс-служби.
Назаров муниципалитетсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене "Башкиравтодор" компанипе тата транспорт навигаци центрӗпе ҫыхӑнса ҫул-йӗрпе коммуналлӑ техника валли спутниксен "Глонасс" мониторинг системин оборудованине вырнаҫтарассине йӗркелеме, ҫавӑн пекех водительсен штатне туллин комплектлассине, хальхи техника валли юсав мероприятийӗсене вӑхӑтра ирттерессине, ГСМ туянассине тата хӗллехи тапхӑрта урампа ҫул-йӗр сетьне тытса тӑрас енӗпе ӗҫлекен учрежденисен тухӑҫлӑ ӗҫне тивӗҫтерессине тивĕçтерме хушрӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Коммуналлӑ техникӑна туянма Пушкӑрт муниципалитечӗсене 1,5 миллиарда яхӑн укçа-тенкӗ уйӑрнӑ
Коммуналлӑ техникӑна туянма Пушкӑрт муниципалитечӗсене 1,5 миллиарда яхӑн укçа-тенкӗ уйӑрнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: