Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
5 Кӑрлач 2023, 16:02

Раҫҫей Правительстви ҫӑмӑл промышленноҫ валли федераци субсидийӗсем парассине тӑснӑ

Субсиди программине малалла тӑсни отрасль предприятийӗсене пулӑшса пыма, вӗсен продукцийӗн пахалӑхне ӳстерме тата анлӑлатма пулӑшӗ.

Раҫҫей Правительстви ҫӑмӑл промышленноҫ валли федераци субсидийӗсем парассине малалла тӑснӑ. Ҫак пулӑшу мерине малалла тӑсасси ҫинчен йышӑннӑ Постановление правительство председателӗ Михаил Мишустин тата тепӗр ҫуллӑха алӑ пуснӑ, документ пичетленсе тухнӑ.
Йышӑну 2023 ҫулта ҫаврӑнӑш укҫи-тенкине пуянлатма илнӗ заемсене сарӑлӗ, процентпа тӳлемелли тӑкаксен 70 процентне саплаштарма палӑртать. Федераци бюджетӗнче çак пулăшусем валли ҫулсерен 600 млн ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
2023 ҫулта икӗ ҫула панӑ кредитсемпе компенсаци илме пулать. Компанисене пулӑшма субсидисем кашни уйӑхра пулаҫҫӗ.
Субсиди программине малалла тӑсни отрасль предприятийӗсене пулӑшса пыма, вӗсен продукцийӗн пахалӑхне ӳстерме тата анлӑлатма пулӑшӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Раҫҫей Правительстви ҫӑмӑл промышленноҫ валли федераци субсидийӗсем парассине тӑснӑ
Раҫҫей Правительстви ҫӑмӑл промышленноҫ валли федераци субсидийӗсем парассине тӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: