Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
10 Кӑрлач 2023, 16:05

Пушкӑрт предпринимателӗсем Иран ӗҫтешӗсемпе килӗшӳллӗ ӗҫлеме пултараҫҫӗ

Бизнес-миссие хутшӑнас текенсене январӗн 15-мӗшӗнче приложенире формӑна тултарма тата электронлӑ почта адресӗпе даннӑйсем яма сӗнеҫҫӗ

Пушкӑрт предпринимателӗсем Иран ӗҫтешӗсемпе килӗшӳллӗ ӗҫлеме пултараҫҫӗПушкӑрт предпринимателӗсем Иран ӗҫтешӗсемпе килӗшӳллӗ ӗҫлеме пултараҫҫӗ
Пушкӑрт предпринимателӗсем Иран ӗҫтешӗсемпе килӗшӳллӗ ӗҫлеме пултараҫҫӗ

Пушкӑрт тулаш экономика ӗҫ-хӗлӗн тӗп тата малашлӑхлӑ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри Иранпа партнерлӑхĕ шутланать. Ку ҫул вӗҫлениччен республика Иранра Раҫҫей Федерацийӗн суту-илӳ представительствисене уҫма шутлать, февраль уйӑхӗнче вара ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ертсе пынипе республика делегацийӗн официаллӑ визитне тата Иранри пӗтӗм тӗнчери нумай отрасльлӗ бизнес-миссие яма палӑртаҫҫӗ, пӗлтерет Пушкӑрт правительствин пресс-служби.
Туслӑ ҫӗршыва ӗҫлӗ пырса кӗнӗ май Пушкӑрт инвестици тата экономика вӑй-хӑватне презентацилесси, влаҫ органӗсен тата бизнес представителӗсемпе официаллӑ тӗлпулусем иртӗҫ.
Бизнес-миссие хутшӑнас текенсене январӗн 15-мӗшӗнче приложенире формӑна тултарма тата электронлӑ почта адресӗпе даннӑйсем яма сӗнеҫҫӗ. Safiullin.IM@bashkortostan.ru е ҫакӑн ҫинчен телефонпа пӗлтермелле: (347) 280-87-17.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.

 

Пушкӑрт предпринимателӗсем Иран ӗҫтешӗсемпе килӗшӳллӗ ӗҫлеме пултараҫҫӗ
Пушкӑрт предпринимателӗсем Иран ӗҫтешӗсемпе килӗшӳллӗ ӗҫлеме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас