Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
16 Кӑрлач 2023, 19:50

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ: ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлама тытӑнмалла

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ: ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлама тытӑнмалла
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ: ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлама тытӑнмалла

ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫӗршыв Президенчӗпе тӗл пулнӑ чухне Владимир Путин республикӑри тавралӑха сыхлассипе, васкавлӑ пулӑшу ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине тимлӗрех пӑхма ыйтнине аса илтернӗ. Республика ертӳҫи сывлӑх сыхлав министрне Айрат Рахматуллина ӗҫе лайӑхлатмалли сӗнӳсем тӑратма хушнӑ. Сывлӑх сыхлав министерствин ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн васкавлӑ пулӑшу службин модернизаци проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ, ӑна ҫитес тунтикун пӑхса тухма тӑратаҫҫӗ.
Маларах" Башинформ" Владимир Путин Радий Хабировпа тӗл пулни ҫинчен каласа панӑччĕ, унта ҫӗршыв Президенчӗ республика экономикин ҫитӗнӗвӗсене пысӑка хурса хакланӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ: ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлама тытӑнмалла
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ: ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлама тытӑнмалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: