+3 °С
Уҫҫӑнах
Кашни эрнери оперативлӑ канашлура "Уфагормолозавод" гендиректорӗ Ильдар Файзуллин каласа панӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республика ҫӗршывра ӗнесен йышӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать - 365 пин пуҫ, пиллӗкмӗшӗ – тавар сӗтне туса илес енӗпе - 757 пин тонна ытла.
Пушкӑртстан Республики пурӑнакансене сӗтпе тата сӗт-ҫу продукцийĕпе тивӗҫтерес енӗпе Раҫҫейри регион-лидерсен хушшинче. Регионта ҫулсерен ҫын пуçне 325 кг норма вырăнне 400 кг сӗт туса кӑлараҫҫӗ.
Предприятие аталантарма юлашки пилӗк ҫул хушшинче 700 млн тенкӗ янӑ. Кӑҫал производствӑна тата 234 млн тенкӗ хывма палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.