Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
18 Кӑрлач 2023, 14:25

Пушкӑртстан 2023 ҫулта хуратул кĕрпин пӗрремӗш партине Евросоюза экспортланӑ

Ӑна илекен Бельги пулса тӑнӑ, пӗлтерет Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн регионти управленийӗ.

Пушкӑртстан 2023 ҫулта  хуратул кĕрпин пӗрремӗш партине Евросоюза экспортланӑ
Пушкӑртстан 2023 ҫулта хуратул кĕрпин пӗрремӗш партине Евросоюза экспортланӑ

Пушкӑртстанран чикӗ леш енне кӑҫал хуратул кӗрпин партийӗ кайнă. Ӑна илекен Бельги пулса тӑнӑ, пӗлтерет Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн регионти управленийӗ. Экспорт умӗн кӗрпе тӗрӗслев процедурисене йӗркеллӗ иртнĕ. 2023 ҫулхи январӗн пӗрремӗш ҫурринче ведомство республикӑран Евросоюза экспортланӑ 40 тонна ытла хуратул кĕрпине тӗрӗсленӗ.
Ведомствӑра Пушкӑрт АПК ял хуҫалӑх продукцине Европӑри ҫӗршывсене тӑтӑшах тӑратнине палӑртнӑ.
Лаборатори тӗпчевӗсем вӑхӑтӗнче специалистсем энтомологи, гербологи тата микологи экспертизисене Пушкӑрт "ВНИИЗЖ" ФГБУ сӑнав центрӗнче ирттернӗ. Карантин продукцийӗнче хӑрушӑ организмсене тупса палӑртман, вӑл Европа союзӗн тата ҫӗршыв-импортерсен требованийӗсене тивӗҫтерет, палӑртнӑ Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче .
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ.

Пушкӑртстан 2023 ҫулта  хуратул кĕрпин пӗрремӗш партине Евросоюза экспортланӑ
Пушкӑртстан 2023 ҫулта хуратул кĕрпин пӗрремӗш партине Евросоюза экспортланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: