Башстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта хăш-пĕр йышши какай – ӗне какайӗпе сурăх ашӗ, сӗт-ҫу продукцийӗ, шлифланӑ рис, ҫӑкӑр тата булка изделийӗсем, хура чей, кофе, сахӑр песук тӗсӗсен чи пысӑк хак пулнине палăртаҫҫӗ. Услам ҫӑвӗ 12%, хӗвелҫаврӑнӑш çăвĕ — 4,8% хакланнӑ.
ПР Суту-илӳ министерствин эксперчӗсем асӑннӑ тӑрӑх, хаксен тӗп ӳсӗмӗ март уйӑхне килнӗ тата нумай вӑхӑт усӑ курмалли тата упрамалли таварсен уйрӑм ушкӑнӗсем ҫине вӑхӑтлӑх ыйтупа, производствӑпа логистика вӑчӑрисене пӑснӑ, уйрӑм таварсене, ҫав шутра чӗртаварсемпе оборудованисене, тулашри санкциллӗ чарусене пула импорт таварӗсене чакарнипе ҫыхӑннӑ.
Пӗлтӗр борщ наборӗ палӑрмаллах йӳнелнӗ. 2021 ҫулта тавар илекенсене хӑратакан купӑста хакӗ пӗтӗмпех каялла чакнӑ: 2022 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче унӑн вӑтам хакӗ 20 тенкӗрен кая пулнӑ: вӑтам шурӑ купӑста 57,6% йӳнелнĕ, ҫӗрулми - 8,3%, кӑшман - 29,4%, кишӗр - 20,6%.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-01-18/kakie-produkty-podorozhali-bolshe-drugih-v-bashkirii-v-2022-godu-3109587