

Беларуç предприятийӗ «Гoмельский завод литья и нормалей» Пушкӑрта "ЖВЗ" серийӗн 50 машинокомплектран кая мар тăратĕ. Вӗсенчен малашне регион территорийӗнче ӗҫлекен пӗрлехи производствӑсен никӗсӗнче валка жаткисем хатӗрлӗҫ.
Ҫак килӗшӗве январӗн 18-мӗшӗнче Минскра, Пушкӑрт официаллӑ делегацийӗ Беларуçра пулнă май, алӑ пуснӑ.
– «Гoмельский завод литья и нормалей» килӗшӳ условийӗсемпе пушкӑрт аграрийӗсене машина лартакан комплектсем валли тата запас чаҫĕсене 10 процент таран скидка парӗ, - тенӗ ПР Правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – Ку пирĕн Беларуç "ЖВЗ" серин вырма жаткисене пуҫтаракан виҫӗ предприятие лайӑх пулӑшу пулать.