Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
21 Кӑрлач 2023, 14:00

Радий Хабиров Беларуҫ премьер-министрӗпе Роман Головченкопа тӗлпулу ирттернӗ

Промышленность кооперацийӗ - Беларуçпа Пушкӑртстанри пӗрлӗхлӗ элемент. 

Радий Хабиров Беларуҫ премьер-министрӗпе Роман Головченкопа тӗлпулу ирттернӗ
Радий Хабиров Беларуҫ премьер-министрӗпе Роман Головченкопа тӗлпулу ирттернӗ

Промышленность кооперацийӗ - Беларуçпа Пушкӑртстанри пӗрлӗхлӗ элемент. Кун пирки Беларуҫ премьер-министрӗ Роман Головченко Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Кун ҫинчен БЕЛТА агентстви пӗлтерет.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстанри делегацин визит программи питӗ пысӑк, анлӑ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче промышленноҫ сферинче пурнӑҫланакан коопераци проекчӗсене, ҫавӑн пекех лифт оборудованийӗпе ҫыхӑннӑ проектсене, тӗштырӑ типӗтмелли комплекссем туса кӑларассине сӳтсе явнă.
Пӗлтӗрхи 11 уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстанпа Беларуç хушшинчи таварҫаврӑнӑшӗ 10% ытла ӳснӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-01-20/radiy-habirov-provel-vstrechu-s-premier-ministrom-belarusi-romanom-golovchenko-3112957


Сăнÿкерчĕкĕ: БЕЛТА агентстви.

Радий Хабиров Беларуҫ премьер-министрӗпе Роман Головченкопа тӗлпулу ирттернӗ
Радий Хабиров Беларуҫ премьер-министрӗпе Роман Головченкопа тӗлпулу ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: