Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
23 Кӑрлач 2023, 14:30

Беларуç тумтирӗ Пушкӑртстана пысӑк калӑпӑшпа килӗ

Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Беларуссинчи Гомельти "Коминтерн" предприятийӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашнӑ.

Беларуç тумтирӗ Пушкӑртстана пысӑк калӑпӑшпа килӗ
Беларуç тумтирӗ Пушкӑртстана пысӑк калӑпӑшпа килӗ

Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Беларуссинчи Гомельти "Коминтерн" предприятийӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашнӑ. Вăл классикӑлла арҫын костюмӗсем туса кӑларас ӗҫре специализациленет. Вӗсене кунта кунне 500 штук ҫӗлеҫҫӗ.
Фабрикӑн генеральнӑй директорӗ Ксения Пантюхова 2018 ҫулта "Коминтернра" арҫын пальтисемпе курткисем ҫӗлеме тытӑнни ҫинчен каласа панă. Пӗлтӗр вара хӗрарӑм тумтирӗн пӗрремӗш коллекцине тӑратнӑ. Кунта тата шкул формине çĕлеме вӗренеççĕ.
Продукцин 70 проценчӗ Раҫҫее, çав шутра Пушкӑртстана та каять. Предприяти Donatto суту-илӳ маркипе ӗҫлет. Унӑн Уфара виҫӗ лавкка, пӗри -Октябрьскинче пур.
Радий Хабиров "Коминтерн" ертÿçисемпе Пушкӑртстанри вӗренекенсем валли шкул формине ҫӗлеме май пуррине сӳтсе явнӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-01-21/belorusskaya-odezhda-budet-postupat-v-bashkortostan-3113945

 

 

Беларуç тумтирӗ Пушкӑртстана пысӑк калӑпӑшпа килӗ
Беларуç тумтирӗ Пушкӑртстана пысӑк калӑпӑшпа килӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: