-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Республикӑри сахӑр заводӗнче 2022 ҫулхи тухăç сахăр кӑшманне тирпейлес ӗҫ малалла пырать. ПР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, январӗн 23-мӗшӗ тӗлне "Раевсахар" тата Чишмари заводсем 1,244 млн тонна тымарçимĕçе ӗҫлесе хатĕрлесе 188 пин тонна шурӑ сахӑр туса хунӑ. Медицина нормипе ҫак калӑпӑш ҫын пуҫне 8 кг ытларах.
Раевкӑра 94,5 пин тонна продукци тунӑ, Чишмара - 93,5 пин тонна.
2022 ҫулхи сахӑр кӑшманӗн тухӑҫлӑхӗ 312,4 ц/га тата вӑтам сахӑрлӑх 17 процентпа танлашнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-01-23/v-bashkirii-vyrabotano-188-tys-tonn-sahara-3116263
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуҫалӑх министерстви.