Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
31 Кӑрлач 2023, 17:15

Пушкӑртри кăмăс производителӗ производствӑна аталантарма пысӑк грант выляса илнӗ

Ермекей районӗнчи Гаджиевсемшĕн кăмăс туса кӑларасси – ҫемье ӗҫӗ.

Пушкӑртри кăмăс производителӗ производствӑна аталантарма пысӑк грант выляса илнӗ
Пушкӑртри кăмăс производителӗ производствӑна аталантарма пысӑк грант выляса илнӗ

Ермекей районӗнчи Гаджиевсемшĕн кăмăс туса кӑларасси – ҫемье ӗҫӗ. Зубаир арӑмӗпе пӗрле ферма туяннӑ, ҫӗре арендӑна илнӗ те унта Учалы йӑхӗнчи кӗсресемпе икӗ ӑйӑр вырнаҫтарнӑ.
2022 ҫулхи апрельте фермер "2022 ҫулта Пушкӑрт республикинче ҫемье фермисене аталантарасси" федераци программине хутшӑнма заявка панӑ. Фермер кăмăс туса кӑларма 8 миллион тенкӗ ытла грант выляса илнӗ.
КФХра 160 пуҫ ама выльӑхпа тиха. Икӗ хут сăваççĕ. Вӑтамран 78 литр сӗт суса илеççĕ, унтан 96 литр кăмăс хатӗрлеҫҫӗ. Предпринимательсем калашле, ҫак чӑн-чӑн продукта туянакансем пулсан кунне 4-5 хут сума пулатчӗ. Фермер хăйĕн продукцине сиплӗ шыва тата йогурта Октябрьскинчи "Апельсин" лавккисен сетӗнче, Уфари "Байрам" суту-илӳ тетелӗнче, Ермекей районӗнчи лавккасенче сутать. Зубаир Алиевич "Пушкӑртстан продукчĕ" паллӑ пани ҫинчен диплом илнӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-01-28/fermer-iz-ermekeevskogo-rayona-bashkirii-zubair-gadzhiev-vyigral-grant-razmerom-bolee-8-millionov-rubley-na-proizvodstvo-kumysa-3122465

 

Пушкӑртри кăмăс производителӗ производствӑна аталантарма пысӑк грант выляса илнӗ
Пушкӑртри кăмăс производителӗ производствӑна аталантарма пысӑк грант выляса илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: