Раҫҫей правительствин председателӗ Михаил Мишустин хамăр çĕршыври автобуссене ҫӑмӑллӑхлӑ лизингламалли проектсен переченьне кӗртесси ҫинчен калакан распоряженине алӑ пуснӑ. Вӗсем хӑйсен черечӗпе Наци пурлӑхӗн фондӗнчен укҫа-тенкӗ илеҫҫӗ. 2023-2024 ҫулсенче проекта пурнӑҫлама Наци пурлӑхӗн фондӗнчен 44 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Патшалӑх транспорт компанийӗ тӗрлӗ модификациллӗ 4130 автобус туянма палӑртать. Вӗсенчен 2023 ҫулта 1990 автобус, 2024 çулта – 2140 автобус туянӗҫ. Машинӑсем регионти транспорт компанийӗсене лизингла ҫулталӑкне 3 процент чухлӗ ҫичӗ ҫуллӑх срока параҫҫӗ.
Раҫҫей правительствинче халӑха транспорт пулӑшӑвне лайӑхлатма палӑртнӑ, йышӑну пассажирсене турттармалли калӑпӑш та ӳснине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑтам, пысӑк тата уйрӑмах пысӑк класлӑ автобуссем тӑвакан автозаводсене тиес ӗҫе пысӑклатӗҫ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-01-31/avtobusnyy-park-regionov-rossii-za-dva-goda-popolnyat-4130-novyh-mashin-3124761
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.