Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви "Прайм" компанине "Белорецк" хӑвӑрт аталанакан территорин резиденчӗсен списокне кӗртнӗ. Компани регион правительствинче "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, çыхăнтармалли изделийӗсем — саморезсем, сӗтел-пукан метизӗсем, пӑтасем туса кӑларма 5 млн тенкӗ инвестици хывма палӑртнӑ.
Инвестор хывнӑ укҫа-тенке метала юсас енӗпе технологи линийӗ туянма яраҫҫӗ. Палӑртнӑ ҫулталӑк хӑвачӗ - 468 тонна продукци, проект хӑватне тухма 2027 ҫула палӑртнӑ.
Хӑвӑрт аталанакан территорин резиденчӗ 2023-2027 ҫулсенче проекта пурнӑҫлама палӑртать. Производствӑра вунӑ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеҫҫӗ. Производство продукцине компанин интернет-сайчӗ, суту-илӳ интернет-площадкисем тата строительство-хуҫалӑх лавккисенче сутĕҫ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-02-02/v-bashkirii-kompaniya-investiruet-v-proizvodstvo-metizov-5-mln-rubley-3127119
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительстви.