Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Радий Хабировпа "Черкизово" ушкӑнӑн гендиректорӗн Сергей Михайловӑн тӗлпулӑвӗ ҫак кунсенче Республика Ҫуртӗнче иртнӗ.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр декабрьте "Черкизово" ушкӑнӗ "Русское зерно Уфа" компанисен ушкӑнӗнчи кайӑк-кӗшӗк тата ӳсентӑран активӗсен пӗр пайне туяннӑ.
Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, республика регион территорийӗнче производствӑсене интенсивлӑрах аталантарма яланах пулӑшу мерисене сӳтсе явма хатӗр.
Сергей Михайлов ҫитес вӑхӑтра предприятисене реорганизацилеме тата юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ. Экспертсем хакланӑ тӑрӑх, инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 500 млн тенкӗпе танлашать.
Малашне предприяти тулашри рыноксене тухма палӑртать.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-03/v-bashkirii-planiruetsya-razvitie-ptitsevodcheskih-predpriyatiy-3128593