Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
6 Нарӑсӑн 2023, 20:30

2023 ҫулта Пушкӑрт промышленноҫ производствин индексӗ 103,1% ҫитме пултарать

Республикӑра тӗп тӗллев - предприятисемпе ӗҫ вырӑнӗсене сыхласа хӑварасси, палӑртнӑ проектсемпе килӗшӳсене пурнӑҫласси.

2023 ҫулта Пушкӑрт промышленноҫ производствин индексӗ 103,1% ҫитме пултарать
2023 ҫулта Пушкӑрт промышленноҫ производствин индексӗ 103,1% ҫитме пултарать


Пушкӑртстанри экономика, санкцисем тата политикӑн кӑткӑс условисем пулсан та, ҫаврӑнӑшне чакарман, пачах урӑхла, ӳсӗмӗн уҫҫӑнах палӑракан паллисене кӑтартса парать.
Республика Промышленноç министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн промышленность секторӗнче 2022 ҫулхи вунӑ уйӑх итогӗсем тӑрӑх тиенӗ таварсен калӑпӑшӗ 1 триллион 827 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, 2021 ҫулхи ҫавнашкал тапхӑртипе танлаштарсан 6,8% ҫӳлерех. Нӳрӗ нефть тата ҫутҫанталӑк газӗ кӑларас енӗпе кӑтартусен ӳсӗмӗ Хӗвеланӑҫ Европӑри çӗршывсенчен Индие тата Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азири ҫӗршывсене нефть кӑларассипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ регион промышленноҫӗ ҫӗнӗ чăнлăхсене хӑнӑхса пынине кӑтартакан ҫутӑ тӗслӗх.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, промышленноҫ производствин индексӗ 2022 ҫулта 102,7 процентпа танлашнӑ. Ку питӗ лайӑх кӑтарту. Раҫҫейри вӑтам индекс - 99,4 %. Республика ертӳҫи Правительствӑри оперативлӑ канашлура ҫавӑн пекех промышленноҫ сферин виҫеллӗ ӳсӗмӗн условийӗсенче хӑйӗн нумай енӗ пирки кал-кал аталаннине палӑртнӑ.
Александр Шельдяев, промышленность, энергетика тата инновацисен министрӗ 2023 ҫулта промышленноҫ производствин индексӗ тӑрӑх Пушкӑртстан 103,1% ҫӗнӗ шая тухма палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ. Тӗп ӳсӗме республикӑри промышленноҫ специализацийӗн тӗп ҫул-йӗрӗсен шучӗпе палӑртаҫҫӗ. 2023 ҫулта промышленноҫ секторне 405 млн тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ. Çăмăл промышленноç, вӑрман промышленноҫ комплексӗ, ҫавӑн пекех вӗҫев аппарачӗсемпе инвалидсем валли реабилитаци хатӗрӗсем туса кӑларакансем пулӑшӗҫ. Республикӑра тӗп тӗллев - предприятисемпе ӗҫ вырӑнӗсене сыхласа хӑварасси, палӑртнӑ проектсемпе килӗшӳсене пурнӑҫласси.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-06/v-2023-godu-indeks-promyshlennogo-proizvodstva-v-bashkirii-mozhet-dostich-103-1-3132423

 

2023 ҫулта Пушкӑрт промышленноҫ производствин индексӗ 103,1% ҫитме пултарать
2023 ҫулта Пушкӑрт промышленноҫ производствин индексӗ 103,1% ҫитме пултарать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: