Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
6 Нарӑсӑн 2023, 21:44

"Черкизово" ушкӑнӗ Пушкӑрт ҫӗрӗнче кайӑк-кĕшĕк какайне икӗ хут ӳстерме шутланӑ

Кун пирки ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каласа панӑ.

"Черкизово" ушкӑнӗ Пушкӑрт ҫӗрӗнче кайӑк-кĕшĕк какайне икӗ хут ӳстерме шутланӑ
"Черкизово" ушкӑнӗ Пушкӑрт ҫӗрӗнче кайӑк-кĕшĕк какайне икӗ хут ӳстерме шутланӑ

Пушкӑртстан территорийӗнче вырнаҫнӑ "Черкизово" ушкӑн предприятийӗсенче кайӑк-кĕшĕк какайӗ туса илесси ҫитес ҫул ҫурӑ хушшинче икӗ хут ӳстерме палӑртнӑ. Кун пирки ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, нумаях пулмасть "Черкизово" ушкӑнӑн генеральнӑй директорӗпе Сергей Михайловпа тӗл пулни ҫинчен каласа панӑ.
"Пирӗн питӗ пысӑк, компетентлӑ партнерпа ӗҫ пур, - тенӗ те Радий Хабиров, "Черкизово" предприятисем вырнаҫнӑ муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене "вӗсене тулли пулӑшу пама" хушнă.
Маларах "Башинформ" "Черкизово" компанийӗ хӑйӗн кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес предприятийӗсене Пушкӑртстанра аталантарма шутлани ҫинчен пӗлтернӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-02-06/gruppa-cherkizovo-namerena-vdvoe-uvelichit-proizvodstvo-myasa-ptitsy-v-bashkirii-3132112


Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

"Черкизово" ушкӑнӗ Пушкӑрт ҫӗрӗнче кайӑк-кĕшĕк какайне икӗ хут ӳстерме шутланӑ
"Черкизово" ушкӑнӗ Пушкӑрт ҫӗрӗнче кайӑк-кĕшĕк какайне икӗ хут ӳстерме шутланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: