Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
8 Нарӑсӑн 2023, 12:05

Пушкӑртстанра стратегилле предприятисем патшалӑх аллинче юлаҫҫӗ

Регион Пуҫлӑхӗ республикӑри санаторисене те пулӑшу кирлине палӑртнӑ.

Пушкӑртстанра стратегилле предприятисем патшалӑх аллинче юлаҫҫӗ
Пушкӑртстанра стратегилле предприятисем патшалӑх аллинче юлаҫҫӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ патшалăх активĕсене тытса пырас системӑна малалла тӑсма кирли ҫинчен пӗлтернӗ, анчах ҫак ӗҫе хутлӑ та тирпейлӗ туса пымалла. Ҫав хушӑрах "унитарлă" форматӗнче республикӑшӑн стратегилле пӗлтерӗшлӗ предприятисене упраса хӑвараҫҫӗ. Паян республикӑра 33 ГУП, вӗсенчен виҫҫӗшне стратегилле ӗҫсем ҫине куҫарнӑ. Ку "Родина" кинотеатр, "Агидель" БХП тата "Китап" издательство.
Кун ҫинчен вӑл ПР Çӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин коллегийӗнче пӗлтернӗ.
"Саккунсемпе палӑртнӑ вӑхӑтра ушкӑнсене реформацилес ӗҫе вӗҫлемелле. Ҫав хушӑрах банкрота тухнин паллисене палӑртакан предприятисене тимлӗ пӑхмалла. Республика интересӗсене хӳтӗлемелле, ӗҫ коллективӗн саккунлӑ прависене пӑхӑнассине тивӗҫтермелле", - тенӗ Радий Хабиров.
Регион Пуҫлӑхӗ республикӑри санаторисене те пулӑшу кирлине палӑртнӑ.
"Ку республика пурлӑхӗ, вӗсен пурлӑхӗпе сиплев бази теçеткешер ҫул йӗркеленнӗ. Уйрӑммӑнах халӗ, вӗсенче СВОна хутшӑнакансем, Луганск халӑх республикинчи инвалидсемпе ветерансем сывлӑхне юсанӑ чухне. Хамӑр енчен эпир санаторисем хӑйсен пурлӑх никӗсне тата канакансене тивӗҫтермелли пахалӑхне хӑйсем те лайӑхлатасса кӗтетпӗр", - палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-02-07/v-bashkirii-iz-33-gupov-strategicheskie-kinoteatr-rodina-bhp-agidel-i-izdatelstvo-kitap-3133571


Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Пушкӑртстанра стратегилле предприятисем патшалӑх аллинче юлаҫҫӗ
Пушкӑртстанра стратегилле предприятисем патшалӑх аллинче юлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: