Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Нарӑсӑн 2023, 10:30

Пушкӑртстан электромобиль валли 18 заряд станцийӗ тума 50 млн тенкӗ илет

Кун пирки соцсетьсенче республика премьер-министрӗ Андрей Назаров пĕлтернĕ.

Пушкӑртстан электромобиль валли 18 заряд станцийӗ тума 50 млн тенкӗ илет
Пушкӑртстан электромобиль валли 18 заряд станцийӗ тума 50 млн тенкӗ илет

2023 ҫулта Пушкӑрт влаҫӗсем федераци центрне пулӑшу памалли 18 заряд станцине субсидилеме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки соцсетьсенче республика премьер-министрӗ Андрей Назаров РФ правительствинче электротранспорта аталантарас енӗпе канашлу итогӗсем тӑрӑх пӗлтернӗ.
"2024 ҫулта тата 50 станци тума пулӑшӑпӑр, кунта республика укҫи хушӑпӑр, субсидисен пӗтӗмӗшле сумми 138 млн ытла тенкӗпе танлашӗ. Субсидин пӗр пайне инвестор заряд станцийӗсем валли оборудованисем тума, тепĕр пайне — электросетьсемпе технологи ҫыхӑнӑвне яма пултарать", - тесе ҫырнӑ республика министрсен кабинечĕн ертӳҫи.
2023 ҫул пуҫламӑшӗнче Пушкӑртра 400 ытла электромобиль регистрациленӗ. Вӗсем 21 станцире авӑрланма пултараҫҫӗ. Вӗсенчен 16 - Уфара, пӗри -Булгаковӑра, иккӗшӗ - Нефтекамскра тата пӗршер -Пишпÿлекпе Чишма районӗсенче вырнаҫнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-02-09/bashkiriya-poluchit-50-mlrd-rub-na-stroitelstvo-18-zaryadnyh-stantsiy-dlya-elektromobiley-3136933


Сӑнӳкерчӗкĕ: А. Назаровӑн соцсечӗсем.

 

Пушкӑртстан электромобиль валли 18 заряд станцийӗ тума 50 млн тенкӗ илет
Пушкӑртстан электромобиль валли 18 заряд станцийӗ тума 50 млн тенкӗ илет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: