Пушкӑрт Суту-илӳ министерстви 2023 ҫулта халӑх сахал пурӑнакан тата аякри поселоксене тивӗҫтерекен суту-илӳ киоскӗсемпе автолавкӑсен шутне икӗ хут ӳстерме палӑртать. Кун пирки министерство коллегийӗнче ведомство пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ.
Республикӑра 45 пин ытла ҫын пурӑнакан 979 халӑх пурӑнакан вырӑнта лавкасем ҫук.
Яланхи пек мар суту-илӳ объекчӗсемпе тивӗҫтермелли норматив 10 пин ҫын пуçне - 12. Кун пек норматива хальлӗхе ялти 37 муниципалитет кӑна пурнӑҫлаҫҫӗ-ха, тесе пӗлтернӗ ПР Суту-илӳ министерствинче.
"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинче суту-илӳ тӑвакан предпринимательсем валли фургон туянма тӑкаксен ҫуррине пулӑшу-компенсаци пӑхса хӑварнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-02-09/v-bashkirii-planiruyut-v-dva-raza-uvelichit-chislo-avtolavok-i-torgovyh-kioskov-3136207
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Суту-илӳ министерстви.